Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Якут ачисене чӑваш культури илӗртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.04.2019 06:48 | 1393 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче Якут Республикинчен килнӗ ачасем пулнӑ. Ҫамрӑк хӑнасем — асӑннӑ регионти музыкантсем. Вӗсем Якутскри «Дети солнца» (чӑв. Хӗвел ачисем) и «Божественный свет» (чӑв. Турӑ ҫути) этника ушкӑнӗсене ҫӳреҫҫӗ.

Аякри ҫула ҫывӑхлатса пӗчӗк музыкантсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери VII «URMAI-ZALIDA» культурӑпа искусство фестивальне килнӗ. Мероприяти Комсомольски районӗнчи Урмаелте иртет. Фестивале этномузыкӑна сарассипе ӗҫлекен ушкӑнсене тата уйрӑм юрӑҫсемпе музыкҫӑсене тупса палӑртса вӗсене аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Раҫейри регионсемпе ют ҫӗршывсемпе тытакан туслӑ ҫыхӑнӑва сарас шухӑш та пур.

Якутскран килнӗ хӑнасене чӑвашсемпе эрменсен художникӗн Каллиста Иванован «Урӑх тӗнче» куравӗпе тата ытти ӗҫпе паллаштарнӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн музейӗн экспоначӗсемпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.

#Урмаел, #Комсомольски районӗ, #Якут Республики, #хӑнасем, #ачасем, #фестивальсем, #культура, #Шупашкар, #Якутск

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3412.61.9798
2019.04.05 09:55
Agabazar
Саххасемпе калаçаймастăн. Якутск хулинче (город Якутск) пĕрремĕш класа килекен ачасен ватăр проценчĕ (30%) алла чăн малтан сахха букварĕ тытать.

Шупашкарта пур-и чăн малтан чăваш букварĕ тытакан ачасем?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем