Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Тӑвай районӗн прокурорӗ пулнӑ ҫын Мускавра ӗҫлет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.04.2019 18:53 | 1632 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Оксана Ястребова. 2014 ҫулхи сӑнӳкерчӗк
Оксана Ястребова. 2014 ҫулхи сӑнӳкерчӗк

Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Оксана Геннадьевна Елчӗк районӗнчи Акчел ялӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ. Оксана Ястребова Ростов хулинчи патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Етӗрне районӗнчи, Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратурӑсенче тӗпчевҫӗре, аслӑ тӗпчевҫӗре, Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта ӑна Тӑвай районӗн прокурорӗ пулма шаннӑ. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑннӑ муниципалитетра прокурор пулса ӗҫлес вӑхӑта тата тепӗр пилӗк ҫуллӑха тӑсса панӑ.

Ҫак йӗркесен авторне Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.

#Мускав, #Шупашкар, #аслӑ шкулсем, #Елчӗк районӗ, #Тӑвай районӗ, #Акчел, #Мускав, #ӗҫ вырӑнӗсем, #прокуратура, #Ростов, #Етӗрне районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем