Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.2 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Илпешри ял хуҫалӑх ҫӗрне халӑха пӗлтермесӗр промышленноҫ категорине куҫарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.07.2019 20:33 | 1685 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Илпеш ялӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн
Илпеш ялӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн

Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрне промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки халӑха пӗлтермен. Аса илтерер: унта Китай ҫыннисем сӗт савучӗ ҫӗклеме палӑртнӑ, анчах ҫынсем хирӗҫленӗ.

Халӗ илпешсем питӗ кӑмӑлсӑр. Китай инвесторӗсем Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче савут ҫӗклес ыйтӑва хускатнӑ, анчах унта та халӑх хирӗҫ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн китайсем каллех Илпеш тӑрӑхне таврӑнни вырӑнти халӑха питех те кулянтарать.

Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухасшӑн. Вӗсем ӑна йӗркелеме ирӗк илнӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 10 сехетре илпешсем Кӳкеҫ поселокӗнчи Ленин палӑкӗ умне пуҫтарӑнӗҫ. Унта килнисем ЧР Министрсен Кабинечӗ ку постановление саккуна пӑхӑнса тунипе туманни пирки калаҫӗҫ.

#савутсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Муркаш районӗ, #Илпеш, #Шупашкар районӗ, #инвесторсем, #Министрсен Кабинечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58071
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Илле // 4218.82.6832
2019.07.04 08:20
Кая юличчен сута памалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем