Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти регби-клуб пайташне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине йышӑннӑ. Сӑмах Андрей Карзанов пирки пырать.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов — Шупашкарти «Молот» регби-клуб пайташӗ. Халӗ вӑл «Локомотив – Пенза» профессилле регбол дружининче вылять. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине илнӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче нацин пӗрлештернӗ команди Европа чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ӑмӑртнӑ. Ӑмӑрту Польшӑри Лодзь хулинче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв команди унта тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Регбол енӗпе вӑл Чӑваш Енри ӑста спорстменсенчен пӗри пулнӑ. Халӗ вӑл — «Регби-7» йышӗнче.
Базиль Кириллов // 2607.57.1421
2019.07.24 22:39 | |
"Эпир пӗлнӗ тӑрӑх"... Кӑна эсир ӑҫтан сӑтӑрса илнӗ? Ҫакӑн пек вӑрланӑ хыпарсем сайта тӑратаҫҫӗ иккен. Тӗлӗнмелле! | |
