Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службин специалисчӗсем Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ.
Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав килнӗ хыҫҫӑнКанаш округӗнчи Атнаш__ ялне кайнӑ. Вӗсем кимӗпе Кӗҫӗн Ҫавал юханшывне тухнӑ. Ҫак кимӗ вӗсене кӑткӑс вырӑна та ҫитме май панӑ. Ҫӑлавҫӑсем эхолотпа та усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсене картплоттер маршрут йӗркелеме, кашни вырӑна пӑхса ҫаврӑнма пулӑшнӑ.
Вӗсем ҫухалнӑ ҫынна 4 сехет шыранӑ. Анчах, шел те, ӑна тупайман. Ҫапах служба лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ, ҫынна малалла шырӗ.
Палӑртса хӑварар: Канаш округӗнчи Атнаш ялӗнче 65 ҫулти Валерий Семенов ҫухалнӑ, вӑл ӑҫта пулни чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе паллӑ мар.
