Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.08.2019 07:50 | 1328 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енри ача пахчисемпе хушма пӗлӳ паракан учрежденисене тӗрӗсленӗ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.

Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев планпа пӑхса хӑварнӑскер пулнӑ.

Специалистсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитнӗ, лицензипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗрӗсленӗ.

Инспекторсем пулнӑ мӗнпур объектран 12-шӗнче (46,2%) кӑлтӑк та тупӑнман тесе ӗнентерет ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви.

Цифрӑсен чӗлхипех каласан, ҫакна та палӑртмалла: тӗрӗслеве 18 ача пахчинче, хушма пӗлӳ паракан 7 учрежденире тата професси пӗлӗвӗ паракан 1 организацире йӗркеленӗ.

#вӗренӳ, #тӗрӗслевсем, #ача пахчисем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Вӑрнар районӗ, #Канаш районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Шупашкар районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Вӗренӳ министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем