Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Таксипе ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.09.2019 09:25 | 1703 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн картти ҫинчен такам укҫа илсе каять.

Хӗр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче унӑн картти ҫинчен 177 тенкӗ таксишӗн тӳлеме куҫса кайнӑ. Тепӗр темиҫе кунтан ҫав тӗллевпе — 105 тенкӗ.

Таксипе ҫӳремен хӗр карттӑпа укҫа илӗнмелле мар тунӑ та пакунлисем патне васканӑ. Унта ҫитсен утӑ уйӑхӗнче карттӑ ҫинчен 89 тенкӗ ҫухални те ҫиеле тухнӑ.

Пысӑк укҫа мар пулин те, полицейскисем вӑрра шырама пикеннӗ. Хӗр шучӗпе таксипе ҫӳрекен этем — Шупашкарта пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти каччӑ иккен. Пӗррехинче хӗр хӑнара чухне телефонпа банк карттине хӑйӗнсӗр йӑпӑртлӑха хунӑ иккен. Ҫав самантпа усӑ курса каччӑ таксишӗн хӗрӗн карттипе тӳлемелле туса ӗлкӗрнӗ.

Ҫамрӑк ҫын 371 тенке саплаштарнӑ. Вӑрланӑшӑн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #пуҫиле ӗҫсем, #ШӖМ, #укҫа-тенкӗ, #ҫул-йӗр, #машинӑсем, #ҫамрӑксем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #вӑрӑсем, #пуҫиле ӗҫсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем