Апат-ҫимӗҫ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Россельхознадзор специалисчӗсемпе пӗрле «Хевешски» суту-илӳ комплексӗнчи лавккасене тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр усламҫӑ карантинри апат-ҫимӗҫе упранӑ, сутнӑ: панулми (Молдова), груша (Армени), абрикос (Турци), персик (Турци), апельсин (Египет), слива (Узбекситан), арпус (Дагестан), ҫӗрулми (Астрахань). Ҫак ҫимӗҫсен кирлӗ документсемпе сертификатсем пулман. Усламҫӑсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене штраф тӳлеттерме е ӗҫне 90 талӑклӑха чарса лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |