Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: 2019 ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.12.2019 12:07 | 6004 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ҫулталӑк вӗҫленсе пырать. Кивви хыҫа юлать те ҫӗнни умра тӑрать. Ҫак чикӗ урлӑ каҫас умӗн пӗтӗмлетӳсем тумасӑр май ҫук.

2019 ҫулталӑк питӗ хӑйне евӗрлӗ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмӗ. Йывӑрлӑхсем сахал мар пулчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах — ыттисем те. «Чӑваш халӑх сайчӗн» йывӑрлӑхӗсем ытларах енӗпе тӗп редакторӑн пурнӑҫӗнчи йывӑр саманчӗпе ҫыхӑнчӗҫ. Тем тесен те «Чӑваш халӑх сайчӗн» шӑпи унпа ытла тачӑ ҫыхӑннӑ (шел пулин те). Ытти енчен пӗрлӗх те пирӗн регистрациленнӗ МИХ та пысӑк шар курмарӗҫ. Унӑн кун-ҫулӗнче ҫак ҫулталӑкра йывӑр самантсем пулчӗҫ пулин те ҫулталӑк вӗҫнелле пурте сирӗлчӗҫ.

Кӑҫалхи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм вӑл — пирӗн пӗрлӗх ҫумӗнче «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йӗркелени. Лаборатори тӑвакан ӗҫсене эпир унччен те туса пынӑччӗ-ха, анчах та кӑҫал чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене уйрӑм ушкӑна уйӑрса кӑларас терӗмӗр. Ку вӑл Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине пухасси, чӑваш чӗлхиллӗ текстсенче орфографие тӗрӗслемелли хатӗре йӗркелесе пырасси, чӑвашла терминсем хатӗрлесси, словарьсен сайтне пуянлатасси тата ытти те.

Шӑп та Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем пулчӗҫ те. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем:

  • эпир чӑваш чӗлхи корпусне самай пуянлатма пултартӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра унти пуянлӑх 3,3 миллион сӑмахпа тан. Ку, паллах, ытлашшиех нумаях мар, ҫавах та сахал та мар. Ӑна пухас тесе эпир 30 ытла кӗнеке сканерласа электронлӑ варианта куҫартӑмӑр!
  • чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен йышне 238 пине ҫитертӗмӗр. Ку ӗҫе пуҫланӑ чухне пирӗн 35 пине яхӑн мӑшӑрччӗ. Ҫулталӑка вара 238 пинпе вӗҫлетпӗр. Тепӗр май каласан, ака уйӑхӗнчен пуҫласа эпир 200 пин мӑшӑр тума пултартӑмӑр. Каласа хӑварас пулать — алӑпа тӗрӗслесе пынӑ май пирӗн ӗҫ пахалӑхлисен шутне кӗрет. Ытти чӗлхесен мӑшӑрӗсене ытларах чухне программӑпа хатӗрлеҫҫӗ, ҫавна май вӗсенче йӑнӑш нумай пулма пултарать.
  • эпир чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмача хута ятӑмӑр. Паллах, мӑшӑрсем сахалрах пулнӑ май вӑл тивӗҫлӗ куҫару памасть, ҫавах та чылай чухне вӑл куҫарнине ӑнланма та пулин пулать.
  • электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ кӑҫал Н.И. Ашмаринӑн пӗтӗм томӗсемпе тулса ҫитрӗ, тата — В.Г. Егоровӑн Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗпе. Иккӗмӗшӗ вара — туллискер, электронлӑ варианта куҫарнӑскер. Унӑн текстне алӑпа тӗрӗслесе тухнӑран унпа халь туллин усӑ курма май пур. Тӗнче тетелӗнче ҫапла май пӗр тулли этимологи словарӗ пур!
  • унсӑр пуҫне орфографи тӗрӗслемелли хатӗрне пуянлатрӑмӑр, терминсем хатӗрлемелли сайт майӗпен пуянланса пычӗ тата ытти те. Hunspell словарӗнче, сӑмахран, паянхи кун 31,3 пин сӑмах шутланать. Тепӗр май каласан, ҫулталӑк хушшинче пин ытла сӑмах унта кӗртрӗмӗр. Ку ӗҫ, паллах, ытларах пайӗпе Чӑваш чӗлхин корпусне пуянлатнӑ май пулса пычӗ.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» кӑҫал мероприятисене те хутшӑнчӗ. Вӑл шутра, сӑмахран, «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ. Яланхилле эпир ҫак конкурсӑн спонсорӗ пултӑмӑр, ҫӗнтерӳҫӗне тухнӑ ачасене картинӑсемпе тивӗҫтертӗмӗр.

«Чӑваш халӑх сайчӗ» республикӑра пулса иртекен, чӑваш халӑхне пырса тивекен пур пулӑмсене те ҫутатма, ҫав шутрах тивӗҫлӗ хак пама тӑрӑшрӗ. Вӗсен йышне, калӑпӑр, Силпи ялӗнчи сысна комплексне ҫӗклес шухӑша, Альберт Разинӑн утӑмне, ҫамрӑксен театрӗн ятне ҫырнине тата ытти пулӑмсене кӗртме пулать. Сайтра эпир хамӑр шухӑшсене те пичетлерӗмӗр, ытти авторсенне те сахал мар вырнаҫтартӑмӑр. Ҫапла май «Чӑваш халӑх сайчӗ» ирӗклӗ площадка пулнине ҫирӗплетсе пама пултартӑмӑр тесе шутлатпӑр.

Ҫитес ҫула пӑхас пулсан пирӗн ӗмӗтсем ҫавах пысӑк-ха. Пӗрисене пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑл, теприсене — йывӑртарах. Ҫавах та май ҫитнӗ таран вӗсене пурнӑҫлама тӑрӑшӑпӑр. 2020 ҫула республика чӑн та савӑнӑҫлӑн кӗтсе илме шутлать — ҫавра ҫуллӑ пулӑмсем килес ҫул чылай пулмалла. Калӑпӑр, Чӑваш Республикине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитет. Пирӗншӗн те ку — эпир халӑхӑмӑрӑн патшалӑхлӑхӗ чӑвашӑн кун-ҫулӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине туйнӑ май — питӗ пӗлтерӗшлӗ. Унсӑр пуҫне «Чӑваш халӑх сайтне» никӗсленӗренпе те 15 ҫул ҫитет. Ку вара пирӗнтен ҫак датӑна тивӗҫлӗ шайра палӑртма хистет. Ҫак вӑхӑт хушшинче Чӑваш халӑх сайчӗ йӑнӑшсем сахал мар турӗ пуль, анчах та пӗрлӗх 15 ҫула ҫитнӗ фактах, пирӗн шутпа, ку ҫавра ҫула пысӑк шая хума ыйтать. Ҫавна май плансем пирӗн пысӑк — вӗсене пурнӑҫлама Чӑваш Турри пире хал патӑр кӑначчӗ!

Чӑваш халӑх сайчӗ кашни пулӑшакана пӗтӗм чӗререн тав тӑвать. Сирӗн ырӑ ӗҫ хӑвӑр пата ҫӗр хут ытларах таврӑнасса шанса тарать! Тав сире!

Пирӗн пӗрлӗх, пирӗн МИХ, пирӗн Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пурне те Ҫӗнӗ ҫулпа саламлать, чӑваш халӑхӗн культурине, ӑслӑлӑхне, экономикине тата пурнӑҫӗн ытти енӗсене аталантарма ӑнӑҫу тата вӑй-хӑват сунать! Ҫапла пултӑрччӗ!

 

Хальлӗхе текста якатман-ха.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Ҫӗнӗ Ҫул, #сайтсем, #пулӑшу, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашсем, #пӗтӗмлетӳсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Анаткас // 2644.60.5723
2019.12.31 12:31
Хел Мучи ситре ваш-ваш . Менле пуранан . чаваш ? Выса мар -ха . сакар пур. Пичкере--пылла сара . Эп ченетеп пурсара . Хакла тусам . килсе кур ! Иртсем мала . СЕНЕ СУЛ !!!
КУкша // 3151.23.2516
2019.12.31 12:57
Вӑй патӑр сана, Аҫтахар!
Сайту кӳтӗр ҫӗн пархатар!
Agabazar // 7603.2.5900
2019.12.31 13:35
Agabazar
Ритмика йĕркеллĕ пултăр тесен урăхларах каламалла


Вӑй патӑр сана, Аҫтахар!
Сайт кӳтӗр ҫӗнĕ пархатар!
Agabazar // 7603.2.5900
2019.12.31 13:38
Agabazar
<<тата — В.Г. Егоровӑн Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗпе. Иккӗмӗшӗ вара — туллискер, электронлӑ варианта куҫарнӑскер. Унӑн текстне алӑпа тӗрӗслесе тухнӑран унпа халь туллин усӑ курма май пур. Тӗнче тетелӗнче ҫапла май пӗр тулли этимологи словарӗ пур!>>
=======================================

Тетелти Федотовăн этимологи сăмахсарĕ тулли мар-им?
2019.12.31 15:26
Аçтахар Плотников
Федотовӑн этимологи сӑмахсарӗ — PDF форматпа, унти текста тӗрӗслемен, юсаман. Соответственно, унта йӑнӑшсем пур. Сӑмах ҫавӑн пирки.
Вот и // 2700.98.5057
2020.01.06 13:15
не понятно, А кам вăй патăр Аçтахара?
Agabazar // 2819.65.7740
2020.01.08 11:18
Agabazar
А эп, ухмах, ПДФ-формат шăпах чăнлăха çывăх тесе шутланă.
Ара, ПДФ-тени 100 проччăнтлă коппи мар-и-ха вăл? Кĕнекере мĕнле, çавăн пек ÿкерсе илни? Йăнăшсем пур пулсан та, вĕсем оригиналăн йăнăшĕсем. Оригинала вара авторĕ çеç тÿрлетме пултарать. Михаил Романович çĕре кĕни нумай пулать ĕнтĕ.

Чăваш сăмахĕсен этимологийĕсемпе паллашма Тетелте тата "старлинг" ресурс, ытти тĕрĕк чĕлхисен этимологи сăмахсарĕсем пур.

Ĕнтĕ халĕ тутарсен те хăйсен этимологи сăмахсарĕ пур. Аран-аран çавăн патне çитрĕç. Авторĕ — Рифкат Ахметьянов, нумаях пулмасть (çулталăк каяллаччĕ-ши?) вилчĕ.
Анчах та вăл самахсара те кăларнă Тетеле, те кăларман — пĕлместĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем