Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Хваттер хакӗ ӳснӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.01.2020 22:09 | 1328 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр
moy-novostroy.ru сӑнӳкерчӗкӗ
moy-novostroy.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.

Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.

Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.

#статистика, #Пермь, #Тула, #Ставрополь, #хаксем, #экономика, #строительство, #ҫурт-йӗр, #Мускав, #Хусан, #Питӗр, #Сочи, #Краснодар, #Калининград, #Мускав облаҫӗ, #Томск, #Сарту, #Курск, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем