Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкар ҫул-йӗр ҫинче вилекенсен йышӗпе мала тухнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.12.2019 19:11 | 1228 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Сӑнӳкерчӗк: Наталья Селиверстова / РИА Новости
Сӑнӳкерчӗк: Наталья Селиверстова / РИА Новости

Ҫӗршывӑн хулисенче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексен шутне тишкернӗ. «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» проекта хутшӑннӑ 38 хуларан 22-ӗшӗнче инкек шучӗ сахалланнӑ. Тишкерӗве Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫул-йӗр инспекторӗсен статистикине тӗпе хуса хатӗрленӗ.

Инкек шучӗ 10 процентран ытларах чакнӑ хуласем саккӑр ҫеҫ. Ҫак енӗпе Дон ҫинчи Ростов хулине палӑртнӑ. Унта инкексен шучӗ икӗ ҫулта 23 процент сахалланнӑ, Пермьре — 22 процент, Калининградра — 21 процент. Сарту, Красноярск, Липецк, Барнаул тата ытти хӑш-пӗр хула та лайӑххисен шутӗнче.

Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула суранланакансен йышӗпе Шупашкар хули мала тухнӑ. Чӗмпӗр, Омск хулисенче те лару-тӑру начар. Ҫул ҫинчи инкексенче вилекенсен шучӗ юлашкинчен асӑннӑ икӗ хулара та нумайланнӑ.

#Красноярск, #Сарту, #Калининград, #Пермь, #Дон ҫинчи Ростов, #Шупашкар, #ҫул-йӗр, #пӑтармахсем, #статистика, #инкексем, #Липецк, #Барнаул, #Чӗмпӗр, #Омск, #сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем