Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Инна Лялина ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 11.02.2020 20:01 | 355 хут пӑхнӑ
Культура
Ирина Оленкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ирина Оленкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ.

Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.

Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ.

Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.

#Йӗпреҫ районӗ, #Шупашкар, #ӳнер, #культура, #музейсем, #куравсем, #ЧПУ, #аслӑ шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чапаев пуҫ хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнӗҫ
2019, 09, 03
Тури чӑвашсен музейӗнче архитектор куравӗ уҫӑлнӑ
2019, 09, 18
Тулӑри флорист Шупашкарти музея керамика ҫыххи парнеленӗ
2019, 09, 26
Андриян Николаева халалланӑ курав уҫӑлнӑ
2019, 10, 04
Чӑвашла ӑнлантарнӑ курав уҫӑлнӑ
2019, 11, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org