Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Культура: «Кӗтне» ентешлӗхе каллех Туркай ертсе пырӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 12.02.2020 08:19 | 1297 хут пӑхнӑ
Культура
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Каҫал тӑрӑхӗнчисен «Кӗтне» ентешлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Валери Туркай поэт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ентешлӗхӗн канашӗ ҫӗнелнӗ. Халӑх пӗрлешӗвне ертсе пыма ларура Чӑваш халӑх поэтне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫине, Комсомольски районӗн тата Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ ҫыннине Валерий Туркая шаннӑ.

«Кӗтне» ентешлӗхе 1998 ҫул пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисенчен пӗри шӑпах Валери Туркай пулнӑ та. Ентешлӗх Шупашкар хулинчи обществӑпа культура ӗҫне те хастар хутшӑнать. Паллӑ чӑваш халӑх поэтне вара ентешлӗхе ертсе пыма тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ суйланӑ.

«Кӗтне» ентешлӗхӗн ларӑвне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П. Краснов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ В. Гордеев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ С. Лукиянов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Галкин тата ыттисем хутшӑннӑ.

#культура, #Шупашкар, #Комсомольски, #ентешлӗхсем, #ларусем, #Украина, #Чернигов, #Остер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тихонов // 5405.7.1807
2020.02.12 15:40
Сывхарать майепен суйлав . Ентешлехсем варанчес ав.
Валери Туркай // 2350.78.3753
2020.02.14 05:06
Кам мӗнле пуль те, эпир нихҫан та ҫывӑрман!
Валери Туркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем