Чӑваш чӗлхи
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2020» акци иртрӗ. Диктантӑн тӗп тӗллевӗ ытти ҫулхинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тесе йӗркеленӗ ӑна. Диктанта Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Ытти ҫулхи евӗр парта хушшине ларса мар. Килте. Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, техника енчен чӑрмавсем пулсан та шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗ асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, вӗрентекенсем Юрий Скворцов ҫырнӑ «Уках хурӑнӗ» хайлав сыпӑкне ҫырнӑ. Текста Владимир Егоров вуланӑ. Ҫыракансем хушшинче Чӑрӑшкасси шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Серебряковсен асламӑшӗ, 73 ҫулхи Нина Серебрякова, ытти ҫулти пекех хастар пулнӑ. Вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |