Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 6 класра вӗренекенсем Николай Золотницкий пирки пуҫ ватнӑ. Кам вӑл? Ҫапла ыйтнӑ чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева. Хурав шыраса ачасенчен пӗрисем шкул вулавӑшне васканӑ, теприсем чӑваш чӗлхипе литература пӳлӗмӗнчи тӗрлӗ меслетлӗх кӗнекисене, вӗрентӳ пособийӗсене тишкернӗ, теприсем вӗрентекенпе тӗнче тетелӗнче Николай Золотницкий ҫинчен ҫырнине, унӑн статйисене шыранӑ. «Ачасем тӑхтав вӑхӑтне усӑллӑ ирттерчӗҫ, каннӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗчӗк тӗпчев ӗҫӗ тума пултарчӗҫ. Николай Золотницкий (1829-1880) чӑваш ҫырулӑхне "ӳ" сас палли кӗртни ачасемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӑлах 1867 ҫулта чӑвашсем валли пӗрремӗш букварьпе пӗрремӗш календарь те кӑларнӑ иккен! Улттӑмӗш класра ӑс пухакансем паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен презентаци курчӗҫ, "ӳ" сас паллипе сӑмахсем тупса чӑвашла-вырӑсла словарь турӗҫ», — пӗлтерет Алина Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Анчах та ку çапах та пĕрремĕш букварь мар.
Татах та маларах та чăвашсен букварьсем пулнă. Талиев букварĕ, Вишневский букварĕ....