Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Волгоград ҫывӑхӗнче чӑваш салтакне тупнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.05.2020 19:54 | 1293 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Сӑнӳкерчӗкре – Андрей Григорьев. Асамат Шурӑмпуҫ архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Сӑнӳкерчӗкре – Андрей Григорьев. Асамат Шурӑмпуҫ архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград патӗнче икӗ красноармеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районти Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ.

Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртсранри Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри –  Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче пулнӑ. 1942 ҫулта ҫак икӗ красноармеец Сталинград (халӗ – Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Плена лекиччен вилӗм суйланӑ. 

Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Уйаспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та чӑваш пулнӑ.

Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен  ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ. Вӑл Пишпӳлек районӗнчи Ҫирӗклӗре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӑн Валентина ятлӑ хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Валентина Андреевна Удмурт Республикинчи Алексей Мерзлякова каччӑ тухнӑ. Унӑн ачисем ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ. 

Андрей Григорьев ашшӗ Филипп Ефимов пулнӑ, амӑшӗ – Мария. Ҫемьере ҫичӗ ача: Йӑван, Пӑлаки, Автоти, Унтри, Мархви, Вера, Лексантӑр – ҫуралнӑ. Филип Ефимов йӑхне Шурӑмпуҫ тенӗ. Андрейӑн аслӑ пиччӗшӗ, Иван (1907-1969), вӑрҫӑран таврӑннӑ. Учительте ӗҫленӗ, районти шкулсен инспекторӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ачисем Шурӑмпуҫ йӑхне тӑсаҫҫӗ.

#Пишпӳлек районӗ, #Удмурт Республики, #Пушкӑртстан, #йӑхташсем, #Ҫирӗклӗ, #Волгоград, #Смородиновка

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем