Культура
![]() Чӑваш литературин классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитет. Вӑл 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хальхи Пушкӑртстанри Пелепей районне кӗрекен (ун чухне Ӗпхӳ кӗпӗрнин Пелепей уесӗнче пулнӑ) Слакпуҫӗнче ҫуралнӑ. Константин Иванов чӑваш литературин кӑна мар, тӗнче литературин классикӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хӑй вӑхӑтӗнче ЮНЕСКО шайӗнче паллӑ тунӑ. Поэт ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере …» акци ирттерет. Вӑл ҫу уйӑхӗн 20-29-мӗшӗсенче пулассине пӗлтернӗ. Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать: видео е фото ӳкерсе К.В. Иванов хайлавӗсенчи йӗркесене ҫырса хумалла та #ҫакӑҫутӑтӗнчере тата #чрио хештегсемпе Интернетри хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |