Тӗн
![]() Варнава митрополит ӗмӗрлӗхех куҫне хупни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 90 ҫула кайнӑ Варнава ӳпке шыҫҫипе чирленӗ, юлашки кунӗсене реанимацире выртнӑ. Ыран Шупашкарти Татиана чиркӗвӗнче митрополитпа сыв пуллашӗҫ, панихида ирттерӗҫ. Ҫакна Чӑваш наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Панихида 10 сехет ҫурӑра пуҫланать. Ирхи 8 сехетре чиркӳре литурги ирттерӗҫ. Унтан кӗлӗ вулӗҫ. Ӑна Чӑваш епархине вӑхӑтлӑха тытса пыракан Йошкар-Ола тата Мари митрополичӗ Иоанн ертсе пырӗ. Варнава пурӑннӑ чухне хӑйне Калинин урамӗнче хута каякан храмӑн алтарӗ ҫывӑхне пытарма ыйтнӑ. Ҫапла тӑвӗҫ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |