Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Нина Яковлевӑна медальпе чысланӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 09.06.2020 07:56 | 335 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Ен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова Нина Яковлевӑна юбилей ячӗпе саламланӑ.

Аса илтерер: ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева 80 ҫул тултарчӗ.

«Нина Михайловна, эсир чӑваш, вырӑс ют ҫӗршыв драматургийӗн классикӗсен чаплӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ. Ӗҫтешсем тата куракансем сирӗн ҫӳллӗ шайри профессионализма тата ӑсталӑха хаклаҫҫӗ, сире чӑваш халӑхӗ юратать. Эсир Чӑваш Республикин театр ӳнерне ҫӳллӗ шая ҫӗкленӗ, пуян опытӑр ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Ҫирӗп сывлӑх тата пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп», — саламланӑ культура министрӗ сцена ӑстине.

Нина Яковлевӑна вӑл Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑп та лӑп уйӑх каялла, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

#саламсем, #юбилейсем, #театрсем, #артистсем, #чыславсем, #медальсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Андриян Павлов режиссера юбилейпа саламлаҫҫӗ
2019, 08, 28
Чӑваш режиссерӗ ҫӗршыв умӗнче тава тивӗҫнӗ
2019, 10, 14
Хула пуҫлӑхӗ орден медальне тивӗҫнӗ
2019, 12, 20
Валерий Яковлев ҫинчен кӑларнӑ кӗнекене хӑтлӗҫ
2020, 01, 21
Халӑх артисчӗ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр иртнӗ
2020, 06, 01

Комментари:

Вулакан // 7442.3.1963
2020-06-10 00:44
Саламлатпӑр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org