Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи хӗрарӑм, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, ют ҫыннӑн банк карттине тупнӑ та лавккана кайма шухӑшланӑ. Ахаль кӑна апат-ҫимӗҫ туянман-ха вӑл, ювелир эрешӗсем сутакан лавккана кӗнӗ.
Ку кӑҫал аван уйӑхӗнче пулнӑ. 68 ҫулти хӗрарӑм урамра банк картти тупнӑ, унпа ПИН-кодсӑрах тӳлеме май пулнӑ. Ҫак хӗрарӑм пӗр сехетре темиҫе лавккана кӗрсе тӗрлӗ япала туяннӑ, ҫав шутра – ювелир эрешӗсем те. Пӗтӗмпе вӑл 15 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Полицейскисем хӗрарӑма видеокамерӑсем тӑрӑх тупнӑ. Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, карттӑна хуҫине тавӑрса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар сучӗ унӑн ӳсӗмне кура ӑна 15 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
