Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируса парӑнтарма ниепле те май килмест. Иртсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозне тата тепӗр 55 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Вирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6 110 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 3307-ӑн чире ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енӗн влаҫӗсен тӗнче тетелӗнчи официаллӑ страницинче утӑ уйӑхӗн 8–17-мӗшӗсенчи цифрӑсене илсе кӑтартнӑ. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑшӑлвируспа чирлекен 69 ҫынна шута илнӗ, тепӗр кунхине – 67 ҫынна, 10-мӗшӗнче – 61 ҫынна. Ҫӗнӗ кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ юлашки ҫичӗ кунта ултӑ теҫеткерен иртмен. Шел те, ку амак ҫын пурнӑҫне те татать. Пандеми пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 48 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |