 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Чӑваш мӑчаварӗсенчен пӗри — Никифор Наумов — ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Наумов Никифор Егорович 1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑхӗ ӑна ытларах енӗпе чӑваш йӑли-йӗркисене управҫи пек пӗлет. Вӑлах «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӗнеке авторӗ.
1959 ҫулта вӑл Йошкар-Олари вӑрман техникин институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Инженер-строитель пулса ӗҫленӗ, Сӑра вӗретнин историйӗн музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ. Пурӗ вӑл 5 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Никифор Наумовпа ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Сывпуллашу Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ (Республика пульницинчи ритуал служби пулас).





| Тимӗр Акташ  // 8932.7.8772 2020.09.08 15:58 | |
| Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! | |
| Аçтахар Плотников // 2443.0.1048 2020.09.09 08:55 | |
|  | Ҫӗнетрӗм: Сывпуллашу Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ (Республика пульницинчи ритуал служби пулас). //мана йӑнӑш пӗлтернӗ. | 
| Атнер // 1726.84.3785 2020.09.09 12:26 | |
| Чӑваш интеллигенциӗн  хастарӗсем чылайӑн пулчӗҫ пуль. | |
| Тимер // 2835.82.4537 2020.09.10 07:54 | |
| Аҫтахар Плотников пур ҫӗре те ӗлкӗрет.Конгресс ветеранне юлашки ҫула ӑсатнине ҫутатнишӗн тавах ӑна.Кипечпе Светлана Азамат та пырса чечек хучӗҫ. | |
| YURGAN TURINGE // 2291.81.1801 2020.09.10 09:25 | |
|  | ...Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр... Мӑчавар Никифор Наумов хӑйӗн пытарӑвӗ (мӗнле тӗнпе,йӗркипе) пирки хушу хӑварман-и...??? Ютӑ христос тӗнӗпе, пачӑшкӑпа пытарни питӗ тӗлӗнтерчӗ. Ҫывӑх тӑванӗсем тень Мӑчаваран юлашки ирӗк хушуне пурнӑҫламан...? Никофор Наумовӑн ӳкерчӗкне лартса "Мӑчавар" ҫинчен ик-виҫ уйах каялла яндекс-дзенра заметкӑ ҫырнӑччӗ (шел, хуратнисен шутне лекрӗ)... | 
