Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Мускавра «Тӑван ҫӗршыв» — «Родина» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин кунӗсене ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ май уҫнӑ. Курава Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Тӑван ҫӗршыв» фотокурав республикӑмӑр ӗнерхи кунӗ тата паянхи аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартать. 32 сӑнӳкерчӗкре Чӑваш Ен хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан, малашлӑхлӑ регион пулни аван сисӗнет. Курав Мускаври Пӑрӑх (вырӑсла ячӗ — Трубная) лапамра ӗҫлет. Сӑнӳкерчӗксене Ӗҫре пуҫ хунӑ йӗрке хуралҫисене асӑнса лартнӑ палӑк хыҫӗнчи скверта вырнаҫтарнӑ. Курав чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хупӑнӗ, унтан ӑна Шупашкара, Республика лапамне, илсе килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |