Политика
![]() hr-portal.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли конкурссем иртрӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗ ҫынсем килсе тулман. Тилхепене унчченхисем тытса пырӗҫ. Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенче, Канаш хулинче суйланӑ. Пӑрачкав райадминистрацине Евгений Лебедев ертсе пырӗ, Йӗпреҫ райадминистрацине – Игорь Семенов, Канаш хулине – Виталий Михайлов. Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Александр Куликова, Ҫӗмӗрле районӗнче Лев Рафинова ҫирӗплетнӗ; чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алексей Ладыкова тыттарнӑччӗ, Комсомольски райадминистраци пуҫлӑхӗн пуканне Александр Осипов йышӑннӑ, Елчӗк районӗнче – Леонард Левый, Канаш районӗнче – Владимир Степанов, Муркаш районӗнче — Ростислав Тимофеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |