Культура
![]() Елена Троянская сӑнӳкерчӗкӗсем Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑшӑлвируса пула куракансене залӑн 1/3 пайӗ чухлӗ ҫеҫ пухма ирӗк панӑ. Фойере Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин камерлӑ оркестрӗ чӑваш композиторӗсен произведенийӗсемпе кӗтсе илнӗ. Уявпа саламлама Чӗмпӗр облаҫӗнчи искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова пырса ҫитнӗ. Чӑваш уявӗсене йӗркелесе ирттерме май тупнӑшӑн вырӑнти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаева тав тунӑ. Уява Чӑваш Енри «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл», «Nota g» ушкӑнсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |