Персона
![]() Республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен палнеркӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана черетлӗ ҫуралнӑ кунӗпе саламланинчен пуҫланӑ. Чӑваш сценин хӑватлӑ ӑсти канашлӑва хӑй хутшӑнман-ха. Апла пулин те республика ертӳҫи тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ҫыннине ӑшӑ кӑмӑлпа тата пысӑк хурса хакланине палӑртса хӑварнӑ. Олег Николаев Вера Кузьмина пирки «ӗҫченлӗх тӗслӗхӗ» тесе каланӑ. Вера Кузьмина – СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вера Кузьминична паян 97 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те сцена ҫине тухса куракана хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |