Культура
![]() Вячеслав Ерохин архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе тата официаллӑ хуравпа усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Иванович Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханать. «Арӑмӗпе хӑйӗн шӑммисене тӑван республикӑна куҫарса пытарма тархасласа ыйтса вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ вӑл», – тесе вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри «Хыпар» хаҫата та ҫырса янӑччӗ. Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне уесӗнчи тата Епхӳри вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче пытарнӑ. Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер укҫа уйӑрса пулӑшма шантарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш халӑх сайтне пӗлтернӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |