Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Урамсен чӑваш ячӗсем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2021 15:28 | 7081 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.

Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас. Е сыхланса юлман. Пӗр урамӑн кӑна темиҫе ят пур: ӑна е Киремет урамӗ теҫҫӗ, тата авал Парник урамӗ тени сыхланса юлнӑ. Эпир вара ытларах Пӗрремӗш урам, Иккӗмӗш урам тата Виҫҫӗмӗш урам тетпӗр (сӑмах май, эпир, Комсомол урамӗнче пурӑнакансем, ӑна Пӗрремӗш тетпӗр, Шупашкар урамне — Виҫҫӗмӗш; Шупашкар урамӗнче пурӑнакансем вара урӑхла — хӑйсенне Пӗрремӗш, пирӗнне Виҫҫӗмӗш).

Таврари ялсенчи хӑш-пӗр урам ячӗсене пӗлетӗп. Ассакасси ялӗнче пӗр урам ҫеҫ пулнӑ та ун ячӗ пулман ӗнтӗ. Халӗ те вӗсен пӗр урам ҫеҫ — «Асакасинская». Попой (Хурӑнлӑх) ялӗнчи урам ячӗсем кӑсӑклӑ. Пӗрин ячӗ ҫук пулас, ӑна ытларах «Вӑрӑм урам» тенӗ (хальхи Вӑрман урамӗ), кӗскин ячӗ вара темиҫе: Турчка урамӗ те, Урлӑ урам та, Пирчук урамӗ те. Иккӗшӗ ун хурмине пула лекнӗ пулас, виҫҫӗмӗшӗ — ҫын ятӗнчен. Хӑй вара халь Шкул урамӗ ятлӑ (унта малтан, 1980-мӗш ҫулсем таранах, пуҫламӑш шкул пулнӑ).

Атайкасси ялӗнчи темиҫе урам ятне пӗлтӗм: Йокшу урамӗ (хальхи ячӗ — Завод урамӗ); Катимыш урамӗ (хальхи ят — Симӗс урам пулас). Ҫавӑн пекех вӗсен Турикас, Анаткас урамӗсем пур. Йокшу ячӗ пит кӑсӑклӑ — юнашар Йӑршу шывӗ юхса иртет...

Тата интереслӗ урам ячӗсем ман аттен тӑван ялӗнче пур. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫнӑ, Мӗшӗл ятлӑ (унта, сӑмах май Николай Овчинников художник ҫуралнӑ). Ак вӑл ятсем: Хӑрах урам (хальхи ят — ул. Николаева; унта ҫуртсем пӗр енӗпе ҫеҫ вырнаҫнӑ), Ваҫли картиш (ул. Васильева), Пуян картиш (ул. Овчинникова), Пиллӗк килли (ку урамра ман атте ҫуралнӑ; халь вӑл ул. Речная), Малтикас урамӗ (ул. Восточная), Шапа ҫырми (ул. Лесная), Лешайкки (Школьная пулас). Ялтисем калаҫура чӑвашла ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ... Хам та Пиллӗк килли ята ҫеҫ пӗлсе, «Речная» ята вара — картта ҫине пӑхсан тин.

Эсир те хӑвӑр ялӑрсенчи чӑваш ячӗсене пӗлетӗр пулӗ? Вӗсем илемлӗ пулсан ҫырса пӗлтерӗр.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Шупашкар районӗ, #Мӗшӗл, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Хурӑнлӑх, #Атайкасси, #Лапсар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Малай // 2520.93.1573
2021.01.31 18:11
Шумилов урамē малтан "Улица Уйпа"ччē. Кайран улāштарчēç. Малтан троллейбусра "Остановка " Улица Уйопа" тетчēç. Халāх кулатчē.Тахш cамантра улāштарса хучēç.
Галина Зотова // 2675.28.7413
2021.01.31 22:38
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчи урамсен ӗлӗкхи ячӗсем: Мӑн урам, Анат урам, Лешайкки, Юманлӑх, Выҫӑлккӑ (Выселки). Ҫур ялӗ тата малтан Пиделе (Пиделей) ятлӑ пулнӑ, документ тӑрӑхах, Пиделейре ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ ҫуралнӑ хут ҫине. Леонид Агаковӑн "Юманлӑхра ҫапла пулнӑ"- хайлавне вуланӑ пуль: шӑпах Кӑкшӑм ялӗн пуҫламӑшне ҫапла чӗннӗ. Халь унта юмансем ӳсмеҫҫӗ ҫав, ӗлӗк ӳснӗ.
Галина Зотова // 2675.28.7413
2021.01.31 22:44
Эп пурӑнакан ялти урамсен ячӗсем: Йӑлӑмкас- тӗп урам, яла кӗнӗ ҫӗрти - Уйкас, ҫырма айккинчи - Качча карти (уйрӑлса тухнисем кунта пурӑнма тытӑннӑ). Колхоз туса лартнӑ ҫуртсем Ҫамрӑксен (Молодежная) урамӗнче.
Паспорт тӑрӑх урамсем урӑхларах, Йӑлӑмкас, сӑмахран, Октябрьская.
Agabazar // 1464.92.2423
2021.02.03 04:52
Agabazar
Малай // 2520.93.1573
2021-01-31 18:11
Шумилов урамē малтан "Улица Уйпа"ччē. Кайран улāштарчēç. Малтан троллейбусра "Остановка " Улица Уйопа" тетчēç. Халāх кулатчē.Тахш cамантра улāштарса хучēç.


Суян, никам та кулман.
2021.03.21 07:34
Аçтахар Плотников
Ӗнер хамӑр тӑрӑхри ялсен тата темиҫе урамӑн ятне пӗлтӗм:
• Атайкассинчи хальхи Шкул урамӗ иккен, Тойпат ятлӑ;
• Йӑршу ялӗнчи Улӑх тӑкӑрлӑкӗ (переулок Луговой) — Капкас («Кавказ» пекех илтӗнет).
Agabazar // 3068.56.1033
2021.03.21 11:11
Agabazar
«Йăршу» сăмаха еплерех тĕрĕс вуламалла?
Евразиец // 1977.69.9930
2021.03.27 09:40
Очень актуальная статья, очень... Особенно в период увеличения смертности - сокращения населения... Хорошо хоть татарское население Чувашии растет... Почему нет статей с идеями выхода из кризисной экономической ситуации?
Agabazar // 2891.73.6256
2021.03.27 12:10
Agabazar
Тутарсен йышĕ ÿсни ма вара сана пит савăнтарать?
Евразиец // 1977.69.9930
2021.03.30 09:42
Agabazar, чуваши заботятся о чувашских названиях улиц деревень и городов, а татары о самих людях-татарах... Это куда прогрессивнее, чем... Радует одно, что чуваши возьмутся за ум и начнут, по примеру татар, заботиться о людях-чувашах. Население ведь сокращается и очень прогрессивно сокращается.
Agabazar // 1363.15.3785
2023.11.11 11:41
Agabazar
Кашни тутар ялĕнчех Габдулла Тукай урамĕ пур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем