Хулара
![]() change.org сайтри сӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн. Унта автобус ярасшӑн. Кун пирки ЧР Правительстви пӗлтерет. Маршрут ака уйӑхӗнчех уҫӑлма пултарӗ. Кӑҫал хӗлле региона ертсе пыракан центра 50 яхӑн сӗнӳ килнӗ. Ҫынсем икӗ хула хушшинче маршрутсем ҫитменшӗн, билет хакӗ ӳснӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Хальлӗхе йышӑну тунӑ – ҫӗнӗ маршрутпа автобуссем ярасси. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра икӗ хула хушшинче 7 маршрут ҫӳрет, кунсерен 150 ытла транспорт ҫула тухать. Малашне маршруткӑсене пысӑкрах автобуссемпе улӑштарса пырасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |