Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче паян ирпе ирех ҫул ҫинчи инкек пулса иртнӗ. «Киа Рио» автомобиль Гагарин тата Петров урамӗсенчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта пасар патӗнчи тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Унччен вӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкеке асӑрхакансем каланӑ тӑрӑх, «Киа» водителӗ Богдан Хмельницкий урамӗ енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ. Хӗрлӗ ҫутта пӑхӑнмасӑр каяканскер хура тӗслӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкекре сахалтан та пӗр ҫын аманнӑ. Унччен «Киа» автомобиль Гагарин кӗперӗ ҫинче пассажирсене турттаракан маршрут водителӗпе хирӗҫнӗ-мӗн. Малтан вӑл «маршруткӑран» иртсе кайнӑ, кайран микроавтобус водителӗпе вӑрҫӑнассишӗн чарӑнса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |