Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 101С маршрутка хутлакан общество транспорчӗ ҫул урлӑ каҫакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Ҫапла, ҫапса хӑварнӑ. Шупашкарти «Пир-авӑр комбиначӗ» чарӑну тӗлӗнче светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе вирхӗннӗ машина чарӑнса тӑман, инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Ҫапах та ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл — 51 ҫулта арҫын. Урине хуҫнӑ хӗрарӑма Республикӑн клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрарӑмпа «ProГород» портал корреспонденчӗсем ҫыхӑннӑ. Аманнӑ ҫын вӗсене ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ те, маршрут хуҫи те унпа ҫыхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |