Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче Ҫӗнтерӳ парадне ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ. Асӑннӑ мероприяти вӑрҫӑ ветеранӗсемсӗр иртӗ, мӗншӗн тесен вӗсене халӑх йышлӑ ҫӗре пухса чирлеттересрен шикленеҫҫӗ. Ҫапах та хисеплӗ ҫынсене уяв туса памаллах. Ҫитменнине, ӑна тӳрӗ эфирта трансляцилеме шантараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 22, 27-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Республика лапамӗнче парад репетицийӗ иртӗ. Ҫав кунсенче 13 сехет хыҫҫӑн хулари транспорта, ҫав шутра троллейбуссене те, урӑх ҫулпа ҫӳретӗҫ. Ку йӗрке репетици вӗҫлениччен пырӗ.
7, 15, 41, 44, 45, 54-мӗш маршрутпа хутлакан автобуссем Энгельс тата Ярославль урамӗсемпе ҫӳрӗҫ. 4-мӗш троллейбус Президент бульварӗпе Гладков урамне ҫити кайӗ. 1-мӗш троллейбус хулан Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчен килнӗ чух Калинин урамӗпе, Мир тата Яковлев проспекчӗсемпе кайӗ. Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчен таврӑннӑ чух Гагарин тата Фучик урамӗсемпе, Никольский проспекчӗпе, Гузовский урамӗпе ҫул тытӗ.
