Персона
![]() Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа сумлӑ мероприяти иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ. Мероприятие Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем, артистсем, ӑсчахсем тухса кайнӑ. Тутарстанри, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастарсем те пырса ҫитнӗ унта. Ҫавӑн пекех Шелепин тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем, мӑнукӗсен ачисем хутшӑннӑ. Николай Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. Литература ӗҫне Шелепи вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ вӑхӑтӗнче тытӑннӑ. Поэт тутарла та чылай сӑвӑ ҫырнӑ, 1915 ҫулта унӑн икӗ кӗнеке тухнӑ. «Сувар» хаҫат уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, «Беловка ялӗ Шелепи ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ теес килет. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш Чӑваш халӑх поэчӗн ҫывӑх тӑванӗсем вӑл ҫуралса ӳснӗ Ҫӗнӗ Ӳселӗнчен 1921 ҫулта ытти чӑвашсемпе пӗрле Беловка ялне пурӑнма куҫнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |