Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Аслӑ Британире кӑшӑлвирусран вилме пӑрахнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.06.2021 21:43 | 917 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
Лондон
Лондон

ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Аслӑ Британи территорийӗнче юлашки талӑкра COVID-19-тан вилни пирки пӗр тӗслӗхе те регистрацилемен. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ кун хушшинче пӗр пациент пурнӑҫӗ те татӑлман пӗрремӗш кун пулса тӑрать.

2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Аслӑ Британин Премьер-министрӗ Борис Джонсон кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ мутацине тупса палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ, вӑл малтанхи вариантран 70% вӑйлӑрах ерме пултарнӑ.

2021 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Аслӑ Британире кӑшӑлвирус ернӗ 68 053 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, унсӑр пуҫне 1325 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫакӑ эпидеми пуҫланнӑранпа чи пысӑк кӑтарту пулнӑ. Кун хыҫҫӑн инфекцие ҫаклатнисемпе тата вилнисенсен шучӗ чакса пынӑ.

Хальхи вӑхӑтра Аслӑ Британире кӑшӑлвирусран сыхлакан вакцинӑн пӗрремӗш дозипе 39,5 млн яхӑн ҫын е ҫӗршыври ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 75% сипленнӗ, вакцинӑн икӗ дозипе вара — 25,7 млн ҫын е ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 48,9 проценчӗ.

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ королевствӑра кӑшӑлвирус пандемине пула тунӑ пур чарусене те пӑрахӑҫлама палӑртнӑ.

Чӑваш Республикинче иртнӗ талӑкра кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ 47 ҫынна тупса палӑртнӑ, 2 ҫын чире пула вилнӗ. Виҫӗмкун кӑшӑлвирус 3 ҫын пурнӑҫне татнӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре пӗрремӗш компонентпа пурӗ 107 пин ҫынна вакцинӑланӑ (республикӑра пурӑнакансенчен 8,86%), икӗ компонентпа — 75,4 пин ҫынна.

#сывлӑх, #чирсем, #Аслӑ Британи, #кӑшӑлвирус, #тӗнчере

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем