Вӗренӳ
![]() chelife.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӗрентекенсене професси ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗшӗн укҫан хавхалантарӗҫ. Педагогсен республика шайӗнчи конкурсӗ ҫакӑн пек номинацисенче иртнӗ: «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри социаллӑ педагогӗ», «Чи пултаруллӑ класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ». Педагог-психологсенчен конкурсра Шупашкарти 65-мӗш вӑтам шкулти Ксения Яранова ҫӗнтернӗ, социаллӑ педагогсенчен — Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти Светлана Шемякина, класс ертӳҫисенчен — Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ксения Коллэ. Вӗсене 50-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Воспитательсенчен Ҫӗмӗрлери «Рябинушка» 16-мӗш ача пахчинчи Екатерина Чимрова логопед ҫӗнтернӗ. Ӑна 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Учительсенчен Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти Василиса Егорова мала тухнӑ. Ӑна 150 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |