Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ял хуҫалӑхӗ
![]() ГКЧС сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗн утти ҫуннӑ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ. Пушар утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм кӑнтӑрла тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Инкекре 17 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Специалистсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пушар 932 хутчен тухнӑ. Инкекре 57 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 41 ҫын суранланнӑ. Вут-ҫулӑма пула 17 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак тӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |