Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнма ачаран ӗмӗтленнӗ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Галина Никитина 20.07.2021 17:47 | 382 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче пурӑнакан Вера Блинова чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Анчах хаклӑ тесе туянма укҫа хӗрхеннӗ.

Тӗрлеме вӑл ачаранах пӗлнӗ-ха. «Хыпар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «амӑшӗ хыҫҫӑн хӗресле, яка майпа тӗрлеме хӑнӑхса пынӑ. Ҫывӑх тӑванӗсен салтака каякан ывӑлӗсем валли пӗр каҫра ал шӑлли тӗрлеме пултарнӑ».

«Юнашарта пурӑнакан Ваньккан арӑмӗ, инке, наччасрах тӗрӗ валли ӳкерчӗк туса паратчӗ. «Ну, Вера, эсӗ пултаратӑн, камӑн тӗрри хитререххине ыран кайса курӑн», — тетчӗ», — аса илнӗ Вера Блинова.

Клубра ӗҫлеме пуҫласан храрӑм хӑйӗн ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех.

#Шупашкар районӗ, #ӑсталӑх, #тӗрӗ, #культура, #чӑвашлӑх, #Юртукасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑвашлӑх пур!
2021, 04, 12
Культурӑпа ӳнер институчӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ
2021, 05, 18
«Ҫавал» артисчӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ
2021, 06, 15
Мария Симаковӑна халалласа кӗнеке кӑларнӑ
2021, 06, 28
«Алла-Аллӑн» форумра чӑваш культурипе паллашнӑ
2021, 07, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org