Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.5 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Ене ҫӗршывӑн тӗп коммунисчӗ килнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 25.05.2013 09:20 | 1299 хут пӑхнӑ

Ӗнер Чӑваш Ене ҫӗршывӑн паллӑ политикӗсенчен пӗри — Геннадий Зюганов — парти канашлӑвне ирттерме килсе ҫитнӗ. Унпа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, Чӑваш Ен Элтепӗрӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев, официаллӑ тата ытти ҫын хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Геннадий Зюганов КПРФ фракцийӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче ҫӗршывӑн аграри секторне пулӑшас тӗллевпе сахал мар ӗҫ туса ирттернине пӗлтернӗ. Ҫӗршывӑн тӗп коммунисчӗ Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ хыҫҫӑн сысна тата кайӑк-кӗшӗк отрасльсене йывӑр килнине, анчах вӗсен чун ыратӑвне правительство тивӗҫлипе йышӑнманнине палӑртнӑ-мӗн.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Геннадий Зюганова республикӑн кӑҫалхи хыснан тӗп саманчӗ социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑнни пирки асӑнса хӑварнӑ. Шупашкар шыв управне 68-мӗш метр таран хӑпартас ыйтӑва хускатнӑ май Михаил Васильевич шыв ӑшӑх пирки Атӑлӑн экологийӗ ҫулсерен япӑхса пынине, шыв транспортне вара аталантарса яма кансӗррине палӑртнӑ.

Геннадий Зюганов Чӑвашра ӗҫлеме пӗлнине кура федераци шайӗнче пулӑшма хатӗр иккенне пӗлтернӗ.

#политика, #тӗлпулусем, #Шупашкар ГЭСӗ

 

Комментари:

Agabazar // 2230.88.5452
2013.05.25 19:48
Agabazar
Тавтапуç çĕршыв сăмаха пĕрле çырма ăс çитернĕшĕн!!! 75-мĕш параграф çапла тума ирĕк парать!
2013.05.25 22:19
Аçтахар Плотников
Пирĕн сайтра çĕршыва уйăрса çырасси пулмĕ. Виноградов юлташ шкулсенче пăтраттăр, ун сĕнĕвĕсем пире пырса тивмеççĕ :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем