Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи масарсенчен пӗринчен кӗлтӑвакан пирӗшти кӳлепи ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 60 ҫулхи арҫын кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче евитленӗ. Пирӗшти мрамортан тунӑскер пулнӑ. Ӑна хулари ритуаллӑ пулӑшу кӳрекен компанисенчен пӗринче ӗҫлекен арҫын вӑрланӑ. Скульптурӑна Шупашкар арҫынни 47 пин тенкӗ тӳлесе Мускаври компанисенчен пӗринче тутарнӑ. Пирӗштие масар ҫине 2015 ҫулта вырнаҫтарнӑ. Полицейскисем вӑрра тӗрлӗ майпа шыранӑ, ҫав шутра скульптурӑна сутасси ҫинчен тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарма пултарассине те шута илнӗ. Пӗррехинче вӗсем халӑх ушкӑнсенчен пӗринчи роликра пирӗштие курнӑ. Видеороликӑн тӗп сӑнарӗсем ачасем пулнӑ-ха, вӗсен хыҫӗнчи пирӗшти курӑнса кайнӑ. Пирӗштие Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын (вӑл Шупашкарти ритуаллӑ службӑсенчен пӗринче ӗҫлет) вӑрланӑ иккен. Ӑна кӳлепе питӗ килӗшнӗ-мӗн те, илсе каяс тенӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |