Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Большакова асӑнса пуҫтарӑнӗҫ

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Таисия Ташней 23.08.2021 20:18 | 1251 хут пӑхнӑ
Персона

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Манаймастпӑр...» асӑну каҫӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Мероприятире пултаруллӑ сцена ӑстине аса илӗҫ, Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль видеоне кӑтартӗҫ. Ӗҫе синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Иосиф ролӗнче – Геннадий Большаков.

Спектакль режиссёрӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, художникӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров, композиторӗ — Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков.

Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ.

#пултарулӑх, #астӑвӑм, #спектакльсем, #артистсем, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Александра Зайцева ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ
2021, 05, 01
Хусанта чӑваш спектакльне кӑтартӗҫ
2021, 05, 18
Светлана Дмитриева артисткӑн юбилей каҫӗ иртӗ
2021, 05, 25
Чӑваш артистки Мускавра командировкӑра пулнӑ
2021, 06, 07
Николай Котеев 60 ҫул тултарать
2021, 07, 30

Комментари:

Agabazar // 4127.48.2043
2021.08.24 05:54
Agabazar
Иосиф мар, Йоççăх пулма кирлĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org