Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Александра Зайцева ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.05.2021 08:04 | 1382 хут пӑхнӑ
Культура

Паян — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ.

Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче артисткӑн юбилейне халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юбилей каҫӗ иртӗ. Саламсем хыҫҫӑн «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Игорь Муренко пьеси тӑрӑх лартнӑ ҫав ӗҫре Александра Зайцева Шура сӑнарне калӑплӗ.

Александра Николаевна Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче вӗреннӗ. Унта театр тата кино актрисин ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983 ҫултанпа Александра Зайцева К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.

#Шӑмӑршӑ районӗ, #театрсем, #артистсем, #культура, #Палтиел, #спектакльсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3199.70.7123
2021.05.01 20:39
Agabazar
Ехрем хуçа арăмĕн рольне выляканни çакă пек астăватăп

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем