Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Ӑсчахсем Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй вӑхӑтӗнче мӗне пула пӑрланса ларманнине ӑнланнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 09.09.2021 10:03 | 270 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх

ArXiv.org пӗлтернӗ тӑрӑх, Австри ӑсчахӗсем тӗпчев ирттернӗ те Ҫӗр чӑмӑрӗ ӗлӗк-авал мӗншӗн шӑнманнине тупса палӑртнӑ. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакӑ йӑлтах атмосферӑн ҫӳлти сийӗсенче кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Хӗвел хӑйӗн историйӗн пӗр тапхӑрӗнче ӑшӑ паман пулин те Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑйне мӗнле майпа упраса хӑварнине ӑнланас тесе Австри ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн темиҫе модельне ӑсталанӑ, вӗсенче атмосферӑри тӗрлӗ лару-тӑрӑва туса пӑхнӑ. Ҫапла май вӗсем сӑлтав кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннине ӑнланса илнӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗр ҫинчи ӑшша упраса хӑварма кӑмрӑк йӳҫеклӗ газӑн шайӗ сахалтан та 40% пулмалла. Ҫакӑ Ҫӗр атмосферин ҫӑралӑхне пӗрпек шайра тытса тӑма пулӑшӗ. Ҫавна пула ӗлӗк-авал Ҫӗр ҫинче парник эффекчӗ йӗркеленнӗ. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшша тата пурнӑҫ ҫӑлкуҫне, Хӗвел хӑйӗн ҫуттипе ӑшшине ҫителӗклӗ парайман пулсан та, тытса тӑнӑ. Каярах кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ шайӗ чакнӑ, Ҫӗр чӑмӑрӗ вара пӑрпа витӗнме пуҫланӑ. Анчах ҫак тапхӑр тӗвӗленме ӗлкӗрнӗ организмсене пӑрлӑх тапхӑрне чӑтса ирттерме май панӑ.

Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗр чӑмӑрӗ 3 млн ҫул ытла каялла пӑрланмалла пулнӑ, анчах та парник эффектне пула ку ӗҫ чылай каярах, 2,2 млн ҫул ӗлӗкрех ҫеҫ пулса иртнӗ. Паянхи куна илес пулсан Хӗвел ультрафиолета сахалрах кӑларать, ҫавӑнпа Ҫӗр ҫинче атмосфера пурнӑҫ аталанмашкӑн юрӑхлӑ. Енчен те Хӗвел малтанхи пекех вӑйлӑ ҫутатнӑ пулсан, хӗрнӗ май газ молекулисем хӑйсен хӑвӑртлӑхне ӳстернӗрен вӗсен саланса пӗтме тивнипе Ҫӗр ҫинчи атмосфери пӑсланса пӗтнӗ пулӗччӗ.

#тӗнчере, #пӑрлӑх, #ҫутҫанталӑк, #ӑслӑлӑх, #ӑсчахсем, #экологи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Атӑл ҫыранне тасатӗҫ
2020, 08, 11
Китайра Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра икӗ сехет хушшинче вӗҫтерсе ҫитерме пултаракан двигатель ӑсталанӑ
2021, 01, 06
Францине ҫилпе Сахарӑран радиоактивлӑ тусан вӗҫсе килнӗ
2021, 03, 04
Пӑлан шучӗ чакнӑ
2021, 03, 18
Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем ӗрчеме пуҫланӑ
2021, 08, 04

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org