Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Атӑл ҫыранне тасатӗҫ

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Таисия Ташней 11.08.2020 21:03 | 158 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Атӑл ҫыранне тасатмалли пӗрлехи кун пулӗ. Акцие йӗркелекенсем аслӑ юханшывӑн тӑрӑмӗ пирки шухӑшламалли пирки аса илтересшӗн. Вӑл — ҫӗршывӑн мӑнаҫлӑхӗ ҫеҫ мар, стратегилле хаклӑ ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ те.

Акцие йӗркелекенни — экохастарсен «Чистая среда» (чӑв. Таса тавралӑх) юхӑмӗ.

Атӑл ҫыранне тасатма кирек кам та хутшӑнма пултарать. 5-7 ҫынран тӑракан ушкӑнпа калаҫа татӑлса тухма сӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн кураторӗ е кординаторӗн экохастарсен «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи официаллӑ аккаунтсенче хӑйӗн йышӗпе паллаштармалла.

Паянхи куна виҫӗ ушкӑн пухӑннӑ. Акцие хутшӑнакансене пӗрлехи чата пухӗҫ, тирпейленӗ вӑхӑтра унта тӗрлӗ ӗҫ хушса ҫырӗҫ.

#акцисем, #ҫутҫанталӑк, #экологи, #Атӑл

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Йӑлӑмра йывӑҫ лартӗҫ
2019, 09, 24
Юрий Туринке 75 хунав лартнӑ
2020, 05, 13
Йӑлӑмри кӳлле тирпейленӗ
2020, 07, 16
Катер ҫинчи ҫынсене ҫӑлнӑ
2020, 08, 07
Кӗрхи ҫанталӑк ҫывхарать
2020, 08, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org