Спорт
![]() championat.com сӑнӳкерчӗкӗ Швейцарире иртнӗ Бриллиант лигинче ҫӳллӗшне шӑчӑпа сикекен пирӗн ентешӗмӗр Анжелика Сидорова 5,01 метр ҫӳллӗшне ҫӗнме пултарчӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗркаҫ спорт телеканалӗсенчен пӗри тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ. Бриллиант лигӑн финалти ӑмӑртӑвне тӗнчери чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Америкӑри Кэти Нажотт, сӑмахран, 4,95 метра сиксе кӑҫал Олимп чемпионки пулса тӑнӑччӗ. Великобританри Холли Брэдшоу, Грецири Катерина Стефаниди те мӗне тӑраҫҫӗ! Пирӗн ентешӗмӗр кӑҫалхи Олимпиадӑра кӗмӗл медале тивӗҫнӗччӗ. Ӗнер вара вӑл Бриллинт лигӑра ҫӗнтерме пултарчӗ. Тӗнчипе илсен Анжелика Сидоровӑран хӑй вӑхӑтӗнче Елена Исинбаева ҫеҫ ирттерме пултарнӑ. Унӑн тӗнче рекорчӗ — 5,05 метр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |