Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Чӑваш литературине юратакан хастарсем авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче черетлӗ тӗлпулӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская хӑйсен сайтӗнче пӗтернӗ тӑрӑх, вӑл кӗнеке «кӑҫал ҫуркунне пичетленсе тухнӑ. Унта Валентин Васильев-Уҫӑмӑн «Хӗвеле тӳртӗн пӳрт» повесть-новелли, Сергей Ялавинӑн «Ҫул ҫинче», Василий Петровӑн «Ҫыру», Светлана Асаматӑн «Ҫын сӑмахӗ», Дмитрий Верендеевӑн «Йӑкӑнат авланать», Александр Артемьевӑн «Савӑксӑр сад», Андрей Растворцевӑн «Чи хаклӑ мул», Александр Пономаревӑн «Хинган шуҫӑмӗ» калавӗсем кӗнӗ». Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Галина Антонова редактор кӑларӑма еплерех пухса хатӗрлени, мӗншӗн шӑпах вӑл е ку автора кӗртни ҫинчен туллин каласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |