Чӑвашлӑх
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти халӑха социалӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ҫынсене чӑваш тӗррине тӗрлеме вӗрентеҫҫӗ. Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуба ҫӳрекенсем валли чӑваш тӗррин занятийӗсене йӗркеленӗ. Кашни ҫынпа — уйрӑмшар. Тӗрӗ ӗҫне хӑнӑхас кӑмӑллисемпе центрӑн ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза ӗҫлет. Паянхи куна занятие социаллӑ пулӑшу илекен 5 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Краснов. Геннадий Германович тӗрлеме тахҫанах юратать. Тӗрлӗ техникӑна алла илнӗскер халӗ чӑваш тӗррине тӗрлет. «Чӑваш тӗрри маншӑн — тӑван тӑрӑх историйӗ», — тет Геннадий Германович. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |