Спорт
![]() Чӳк уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче Австрири Штубаи хулинче фристайл енӗпе тӗнче кубокӗ иртет. Вӑл «слоуп-стайл» дисциплинӑпа пулӗ. Раҫҫей чысне хӳтӗлекен арҫынсен хушшинче пирӗн ентеш, Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Мулендеев та пулӗ. Ҫавӑн пекех наци пӗрлештернӗ командине Анастасия Таталина тата Ксения Орлова кӗнӗ. Финала чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Евроспорт» телеканалпа 13 сехет те 20 минутра кӑтартӗҫ. Сӑмах май, Дмитрий Мулендеев тата унӑн спортри тусӗ Лана Прусакова Пекинри Олимп вӑййисене хутшӑнакан кандидатсем пулнӑ. __ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |