Чӑвашлӑх
![]() Зоя Яковлеван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалласа конферецни иртнӗ. Ӑна онлайн мелпе йӗркеленӗ. «Чӑваш тӗрри — халӑх пуянлӑхӗ» ят панӑ мероприятие аякри йӑхташӑмӑрсем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Пушкӑртстанри, Иркутск тата Тӗмен облаҫӗсенчи, Сургутри, Екатеринбургри чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗсен пайташӗсем пулнӑ. Онлайн-конференцие ют ҫӗршыври хастар чӑвашсем те хутшӑннӑ. Вӗсем — Эстонире тата Францире пурӑнакансем. Тата, паллах, хамӑр республикӑри районсемпе хуласенчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |