Культура
![]() Инстаграмри @pressa_gcheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче библиотека тытӑмӗн директорӗ пулма тивӗҫ специалиста шыраҫҫӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп библиотекарӗн аслӑ пӗлӗвӗ е экономика, е юриди, е культура, е ӳнер, е педагогика, е техника енӗпе пулмалла. Тата, паллах, ӗҫ стажне шута илӗҫ. Кандидатӑн культура отраслӗнче ертсе пыракан должноҫре 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Библиотека тытӑмӗн пуҫлӑхӗ пулма конкурса хутшӑнакан ҫыннӑн Шупашкарти вулавӑшсене аталантарассипе ӗҫ планӗ те хатӗрлемелле. Заявкӑсене ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хутсене Шупашкар хула администрацийӗн культура управленине ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 23-50-93. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |