Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Раштавӑн 24-мӗшӗнче астӑвӑм палӑкӗ тата стела уҫӑлӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.12.2021 20:04 | 820 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче республикӑра икӗ палӑк уҫӑлмалла: Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халаллани тата «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ятли.

Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Раштавӑн 24-мӗшӗнче Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ астӑвӑм палӑкӗ патӗнче нихӑҫан сӳнми ҫулӑма ҫутма палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна Куславкка районӗнче ҫурла уйӑхӗнченпе тӑваҫҫӗ. Капсула хунӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑка виҫӗ уйӑхра туса пӗтересси пирки каланӑччӗ. Анчах палӑртнӑ срокра вӗҫлемен. Халӗ пӗр пайне уҫӗҫ. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑка ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла.

Раштавӑн 24-мӗшӗнче «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стелӑна та уҫма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрсан мероприятие урӑх куна куҫарма пултарӗҫ.

#палӑксем, #Куславкка районӗ, #Шупашкар, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1144.14.3821
2021.12.21 07:26
Agabazar
Нихçан сÿнми çулăм кирли пирки иккĕленетĕп. Мĕншĕн тесен вăл япала палăка йÿнетсе яма та пултарать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем